Эрне кун 7-8-мĕш класра вĕренекенсем «Çеçпĕле кам лайăхрах пĕлет?» викторинăра тупăшрĕç. Пурĕ 13 ыйту çине хуравларĕç ачасем. Ыйтăвĕсене вара тĕрлĕ предметпа вĕрентекенсем хатĕрленĕ.
40 балл пухса 8-мĕш класра вĕренекен Диана Иванова мала тухрĕ, иккĕмĕш вырăна Лиза Иванова, виççĕмĕшне Вика Степановăпа Есения Петрова пайларĕç.
Ачасем Çеçпĕл Мишши пурнăçне аван пĕлнине кăтартса пачĕç.