Нарăсăн 21-мĕшĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Тăван чĕлхе кунне уявлама шкулăн актовăй залне пуçтарăнчĕç. Пур класс та Тăван чĕлхе кунне халалланă концерта хастар хутшăнчĕ. Уйрăмах кĕçĕн класра вĕренекенсем активлă пулчĕç.
«Илемлĕ, илемлĕ,
Илемлĕ чăваш юрри», - тесе вăйă картине тухрĕç 4-мĕшсем.
Степанова Юлианăпа Адрианова Ульяна юрланипе те кăмăллă пулчĕç куракансем.
1-мĕш класра вĕренекенсем вара хăйсен пултарулăхĕпе телĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Маша Михайлова хăйĕн шăнкăрав пек сассипе куракана тыткăна илме пултарчĕ. «Асамат кĕперĕ» юрăпа савăнтарчĕ вăл куракана. Карина Конова вара «Мухтанчăк чакак» юптарăва питĕ ăста вуларĕ.
3-мĕш класра вĕренекенсем чăваш ташши ташлама маттур пулнине кăтартрĕс.Куракансем вĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.
10-мĕш классем те айккинче тăрса юлмарĕç. Вĕсем «Вĕçкĕн Ваççа» инсценировка выляса пачĕç.
6-мĕш классем атте-анне пилленĕ чĕлхене юратса, хисеплесе, упраса пурăнмалли çинчен хавхаланса сăвăсем вуларĕç.
«Чĕлхемĕр пулсан-эпир пуян,
Чĕлхемĕр пулсан-эпир патвар,
Чĕлхемĕр пулсан-эпир мăнаç,
Чĕлхемĕр пулсан-эпир хастар», - тесе вĕçлерĕç ачасем концерта.
Кăсăклă та усăллă иртрĕ чăваш чĕлхипе литература эрни.