Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,
Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.
Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,
Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!
Ухсай Яккӑвӗ
Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Тăрмăшри пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вăтам шкулта чăваш чĕхипе литература эрни пуçланчĕ. Вăл нарăсăн 14-21-мĕш кунĕсенче иртĕ.Шкул библиотекинче «Чăваш çĕр-шывĕ» темăпа кĕнекесен куравĕ йĕркеленĕ.
Нарăсăн 21-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери халăхсен тăван чĕлхи кунĕ. Ку уява ЮНЕСКО пуçарăвĕпе 1999-мĕш çултан уявлама пуçланă.
Уява линейкăра уçрĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Григорьева Зинаида Николаевна эрне планĕпе паллаштарчĕ. Ачасем Чăваш Республикин гимне юрларĕç.