Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче районта оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Ăна И. А. Андреев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă. Тăрмăш шкулĕнчен Вика Степановăпа (7 кл.) Диана Иванова (8 кл.) вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Диана Иванова çĕнтерӳçĕ ята тивĕçрĕ. Маттур, Диана. Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче унăн район чысне хӳтĕлеме Шупашкара каймалла. Ӑнăçу сунатпăр сана, Диана.