Иртнĕ эрнере Тăрмăшри вăтам шкулта халиччен пулман пулăм пулса иртрĕ. Кунта 50 çул каялла шкул вĕренсе пĕтернĕ ентешсем пуçтарăнчĕç.
1966-мĕш çулта пирĕн ялта 9-мĕш класс уçăлнă. Унта вĕренме килекенсем 1968-мĕш çулта 10-мĕш клас вĕренсе пĕтерсе Тăрмăш шкулĕн пĕрремĕш вăтам шкул пĕтерекенсем пулнă. Унтанпа 50 çул иртрĕ. Çак хушăра Тăрмăш шкулĕнчен 1467 ача вăтам пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен 43 вĕренĕве медальсемпе вĕçленĕ. Нумай-нумай çамрăк аслă пĕлÿ илсе, тĕрлĕ ĕçсенче обществăна, çĕршыва усăллă паллă çынсем пулса тăнă. Вĕсем хушшинче 9 ученăй, 5 композитор, 2 чăваш халăх артисчĕ, 40 ĕçпе тава тивĕçлĕ ята илнĕ ĕçченсем, 5 спорт мастерĕ, 4 спорт мастерĕн кандидачĕсем.
Пĕрремĕш вăтам шкул класĕнче 28 ача вĕреннĕ: 8 арçын ача, 20 хĕр ача. Вĕсенчен тĕлпулăва 9-шĕ çитме пултарчĕç. Вĕсене вĕрентнĕ 4 учителĕ пурăнаççĕ, вĕсенчен пĕри Павлов Г.Н. хăй вĕрентнĕ ачасене шкула килсе саламларĕ. Ачисем вара тепĕр виçĕ çултан 70 çул тултарма хатĕрленеççĕ.
Шкул коллективĕпе ял администрацийĕ пĕрремĕш вăтам шкул выпускникĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕç, саламларĕç, концерт лартса пачĕç, компьютерпа ятарласа хатĕрленĕ презентаци кăтартрĕç, шкул историйĕ çинчен çырнă кĕнекепе буклет парнелерĕç.
Кун пек тĕлпулу шкулăн лайăх традицийĕ тесе шутлатпăр. Тăван шкула манманни, час-часах килсе çÿрени, çамрăк ăрупа тĕл пулса калаçни пуриншĕн те усăллă ĕçпе ырă тĕслĕх пулса тăрасса шанас килет.
В. Сидоров, истори учителĕ