Чăваш чĕлхи кунне тата аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 8-мĕш класра вĕренекенсем литературăпа мызыка композицийĕ йĕркелерĕç. Сцена çинче чăваш юрри – сăвви ирĕккĕн, уççăн янăрарĕ, чăваш тумĕ куçа илĕртрĕ, чуна савăнтарчĕ.
И.Я. Яковлевăн «Лаша шырани» (8 кл.), «Кулачă» (6 кл.), «Йăлăнтарни» (5 кл.) калавĕсем тăрăх вылянă сценкăсем куракансене питĕ килĕшрĕç. Даниил Поликарпов (8 кл.), Николай Кадикин тата Рафаил Нилов (6 кл.), Максим Вишняков (5 кл.) хăйсене шанса панă рольсене ăста вылярĕç. «Чăн-чăн пĕчĕк артистсем», - тесе хавхалантарчĕç вĕсене куракансем. Вика Симушкина, Ангелина Ялугина юптарусем каласа савăнтарчĕç. Настя Николаева, Варя Николаева юрланă хыççăн куракансем тăвăллăн алă çупрĕç.
Чаваш ваййи те кăтартрĕç вĕренекенсем.
«Чăвашсемĕр! Сире телей сунатăп,
Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.
Мансан – чĕлхесĕр янавар пулатăр,
Чĕлхе пулсан – пĕтместпĕр ĕмĕрте», - тесе вĕçлерĕç уява ачасем.