Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тăрмăшри вулав çуртĕнче вулаканскем, кĕнеке юратакансем Лидия Ивановна Филиппова сăвăçпа, Улька Эльмен (Ольга Геннадьевна Кушкова) çыравçăпа тата Владислав Дмитриев Николаев юптаруçă-журналистпа тĕл пулчĕç. Тĕлпулăва шкулта аслă классенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç.
Искусство ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Владислав Николаев хăйĕн юптарăвĕсене вуласа кăтартни итлесе ларакансемшĕн интереслĕ те усăллă пулчĕ.
Лидия Филиппова хăйĕн кĕнекисемпе паллаштарчĕ, сăввисене вуласа кăтартрĕ. Сăввисем вара тарăн шухăша яраççĕ. Уйрăмах анне çинчен каланă сăвви чуна пырса тивет, терĕç итлекенсем.
Улька Эльмен – вулакансен юратнă çыравçи. Унăн кĕнекисем: «Ма инçе-ши çăлтăрсем?», «Кая юлнă ÿкĕнÿ», «Упраймарăм сана», «Сарă кĕпе» тата ыт.те. Кĕнекесем çав тери интереслĕ, алран алла куçса пыраççĕ.
Чылай ыйту пачĕç итлесе, курса ларакансем Шупашкартан килнĕ хăнасене, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă хыççăн. Уйрăмах Улька Эльменне. Вăл хăйĕн сăнарĕсене пурнăçран илет иккен.
Тăрмăшри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Григорьева Зинаида Николаевна килнĕ хăнасене тав турĕ, вĕсен ĕçĕсене пысăк хак пачĕ, хăшпĕр произведенийĕсем шкул программине те тивĕçлĕ, тесе палăртрĕ.
Тĕлпулăва чăваш наци библиотекинче ĕçлекен (чăваш кĕнеки уйрăмне ертсе пыракан) Галина Павловна Соловьёва ертсе пычĕ.
Творчество ĕçченĕсемпе вулакансен тĕл пулăвĕ пуриншĕн те питĕ усăллă. Çавăнпа малашне те çакăн пек мероприятисем ирттерме палăртрăмăр.