Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

«Çурхи тĕнче вăраннă чух, хаваслă кун шăраннă чух…» Чăваш Республикин гимне юрласа пуçларĕç ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тăрмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта. Ку вăл шкулта Чăваш чĕлхи эрни пуçланнин палли пулчĕ. Ачасене  тĕрлĕ мероприятисем кĕтрĕç.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче шкулти библиотекăра И.Я. Яковлева халалласа выставка йĕркелерĕç. Выставкăра вĕренекенсем чăваш халăхĕн мухтавлă çынни, И.Я. Яковлевăн пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултарчĕç. Чăваш чĕлхи урокĕсенче ачасем ун çинчен мультимедиллĕ презентацисем курчĕç.

                Тепĕр кунне вара чăваш литератури урокĕсенче паллă ăсчахăн Г.Н. Волковăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен калаçрĕç. 8-мĕш класра вĕренекен Вика Симушкина кĕçĕн класра вĕренекенсене Г.Н. Волков пурнăçĕпе паллаштарчĕ, презентаци кăтартрĕ. «Кил илемĕ» кĕнекери «Çамрăкла вĕренни- чул çинче» калавне вуласа пачĕ.  Ачасем питĕ тимлĕ итлерĕç.