Чăвашла диктант çыртăмăр

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тăрмăшри вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем «Пĕтĕм  чăваш диктанчĕ – 2017» çырма кăмăл турĕç. Диктант тексчĕ Г.Н. Волков чăваш ăсчахĕ çырнă «Ăслă ача» хайлавĕ тăрăх пулчĕ. Пĕтĕм чăваш диктантне пирĕн шкул çулсерен хаваспах хутшăнать. Кăçалхи текст содержанийĕ пурне те питĕ килĕшрĕ. Пĕтĕмлетÿ çак кунсенче паллă пулать.