П.П. Хусанкая - 110 çул

                                Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Пётр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 2017-мĕш çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче 110 çул çитрĕ. Çавна халалласа Тăрмăшри вăтам шкулта вĕренекенсем литературăпа музыка монтажĕ ирттерчĕç.

                                Мероприятие чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Григорьева З. Н. уçрĕ.  Вăл поэтăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ачасем П. П. Хусанкай çинчен презентаци курчĕç.

                                 Шкул библиотекинче «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Васильева С. Н. библиотекарь кĕнеке выставкипе паллаштарчĕ.

                        5-8 класра вĕренекенсем П. Хусанкай çырнă сăвăсене пăхмасăр каларĕç.

                                 Мероприятие хутшăнакансем П. Хусанкай сăввисенчен хывнă юрăсене итлерĕç.