Подведены итоги недели чувашского языка и литературы

   Ака уйăхĕн 18-25-мĕш кунĕсенче Тăрмăшри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ.

   Эрне хушшинче шкулта тĕрлĕ мероприятисем пулса иртрĕç..

   Эрнене 6-мĕш классем «Эп-чăваш ачи» литмонтажпа  уçрĕç.

   5-11 класра вĕренекенсем «Тăван тавралăх», «Манăн Чăваш енĕм», «Паллă тĕпчевçĕсем», «Иван Яковлевич Яковлев» - çинчен презентацисем турĕç.

  Жюри членĕсем 7-мĕшсен «Манăн Чăваш енĕм» презентацийĕ аван пулнине палăртрĕç.

  «Аваллăх çулĕпе» экскурсинче те пулса курчĕç ачасем.

   Софья Николаевна учительница ачасене чăваш халăх мĕнле аталанса пыни çинчен каларĕ, чăваш паттăрĕсемпе паллаштарчĕ, презентаци кăтартрĕ. Ачасене ку экскурси питĕ интереслĕ пулчĕ. Ыйту паракансем те пулчĕç.

  Семенова София Геннадьевна « Ĕç çынни çулталăкне» халалласа ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕ. Кунта уйрăмах 5-6-мĕш классем активлă пулнине палăртмалла.

     Пĕр кун «Туслăх хĕлхемĕ» конкурс иртрĕ. Ачасем тĕрлĕ станцисенче («Пултарулăх», «Чăваш чĕлхипе литература пĕлÿçисем», «Тăван ен культури») пулса хăйсен ăс-тăн пĕлĕвне кăтартрĕç.Ку конкурсра Катя Семенова(9 класс)1-мĕш вырăн, Вика Кадикина (7 класс) 2-мĕш вырăн, Настя Николаева (8 класс) 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç.

      Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Юратнă çĕр-Чăваш çĕр-шывĕ» концерт пулчĕ. Уроксем хыççăн вĕренекенсем ялти Культура çуртĕнче пуçтарăнчĕç. Сцена çинче ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç: кам сăвă-юптару каларĕ,кам юрă шăрантарчĕ,кам ташă ăсталăхне кăтартрĕ.Вика Кадикина Иван Малкайăн «Хисеплесчĕ чĕлхене»сăввине, Саша Алексеев Давыдов-Анатрин «Сухал» сăввине питĕ ăста каларĕç.

     Мĕн тери илемлĕ чăваш ташшисемпе пуян пулчĕ концерт! .Куракансене уйрăмах аслă класра вĕренекенсен «Сик, тух» ташши  кăмăла кайрĕ.

   7-мĕш класра вĕренекен Вика Симушкинăпа Настя Поликарпова чăваш ташшине питĕ ăста ташларĕç. Ахальтен маар вĕсем  тĕрлĕ ташă конкурсĕсене хутшăнаççĕ. Эпир вĕсене малашне те ăнăçу сунатпăр.

   Катя Семенова, Надежда Семенова, Настя Николаева юрланисем куракансен чунне тыткăна илчĕç. Сассисем уçă,янăравлă.

     Кĕçĕн класра вĕренекенсем те айккинче тăрса юлмарĕç.3-мĕш классем Александр Миллин çырнă « Наян Раман» камите питĕ ăста вылярĕç.4-мĕш класра вĕренекенсен «Путене»  фольклор  ушкăн та хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕ.

«Чăвашсемĕр! Сире телей сунатăп,

Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.

Мансан-чĕлхесĕр янавар пулатпăр

Чĕлхе пулсан –пĕтместпĕр ĕмĕрте»-вĕçлерĕç ачасем концерта.