Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литература тата культура эрнин пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ.
Ачасем хăйсен пултарулăхне сцена çинче кăтартрĕç.
Шÿт, сăвă- юрă янăрарĕ актовăй залра.
11- мĕш класра вĕренекенсем: Звонарев Виктор, Карзакова Екатерина, Ахметова Евгения «Кĕрепле те пуçа çаптарать» сценкăна питĕ ăста вылярĕç.
«Çамрăк хунавсем» фольклор ушкăнĕ хатеĕрленĕ «Çитермере» сценарипе куракансем кăмăллă юлчĕç.
Кĕçĕн класра вĕренекенсен И.Я. Яковлев калавĕсем тăрăх йĕркеленĕ сценкисем пĕринчен тепри интереслĕрех пулчĕç.